Пост канала
- фото
Ӑста водитель, механизатор, юсавҫӑ ✴️Комсомольскинчи Дружба урамӗнче тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем округри тӗрлӗ организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫре пултарулӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ырӑ ята тивӗҫеҫҫӗ. Акӑ, нумаях пулмасть «Слава картофелю» ООО агрофирмӑра тӑрӑшакан Владимир Борисович Жукова «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл хӑйӗн вӑйӗпе ҫак урамра чи малтан ҫурт туса лартса пурӑнаканӗсенчен пӗри пулнӑ. ✴️Владимир мӗн ачаранах техникӑна юратнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар пулӗ. Совет ҫарӗнче службӑра Монголи ҫӗрӗ ҫинче тӑнӑ чухне те автомобиль водителӗ пулнӑ. Пултаруллӑ каччӑ тӑван тӑрӑха таврӑнсан 1980 ҫулта «Комсомольский» совхозра водительте ӗҫлеме пуҫлать. Кунта вӑл хӑйне шанса панӑ техникӑна юсавлӑ тытнипе, хушнӑ ӗҫе пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫланипе палӑрса тӑнӑ. Каярахпа совхозрах тракторпа ӗҫлеме пуҫлать. Уй-хирте тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать. Вӑл ҫулсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче пӗр кун та пушӑ ларман. Хӗллехи кунсенче те механизаторсен час-часах рейса тухма тивнӗ. Владимир Борисовичӑн техники яланах ҫула тухма хатӗр пулнӑ. Кун хыҫҫӑн 15 ҫул В.Жуков районти «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗн водителӗнче тӑрӑшать. Хӑйне шанса панӑ автомашинӑна юсавлӑ тытнипе палӑрса тӑрать. Вӑл вӑхӑтра редакцире пӗрле ӗҫленисем ун пирки паян та ырӑпа анчах аса илеҫҫӗ. ✔️ Те́пле́нрех пире́н сайтра
Открыть в MAX- Просмотры
- 1 076
- ER
- 1,4%
- Реакции
- 15