Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Анлиза Тихоновнан пуçарулăхĕ пур çĕрте те палăрнă  2026 çулхи октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шаран районĕнчи Виçĕ Çăл ялĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ отличникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Анлиза Николаева 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.  Анлиза Тихоновна Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче вĕрентекенпе çар çыннин çемйинче çуралнă. Ăна хăйне майлă, эпир хăнăхман ят, панă. Вăл каласа панă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче унăн ашшĕ тыткăна лекнĕ.  – Тыткăнрисене пулăшакан нимĕçсем хушшинче Анна-Лиза католикла ятлă хĕрарăм пулнă. Çак хăюллă хĕрарăм пулман пулсан аттепе унăн юлташĕсем вăрçăран таврăннă пулĕччĕç-ши? Çавăнпа та вăл эпĕ çуралсан хăюллă нимĕç хĕрарăмĕн ятне пама шутланă. Анчах та ЗАГС ĕçченĕсем икĕ ят хума килĕшмен. Вăл вара мана Анлиза ят панă, – тет ĕç ветеранĕ.  Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн хĕр ача Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, унта пуçламăш класс учителĕн профессине алла илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçĕ Шаран районĕнчи Мичуринăри вăтам шкулта пуçланнă. Унта вăл 1964-1966 çулсенче географипе музыка учителĕ пулса тăрăшнă. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

    Открыть в MAX
    Просмотры
    124
    ER
    2,4%
    Реакции
    3