Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Çулталӑк пуҫланнӑранпа эрех-сӑрапа наркӑмӑшланса 147 ҫын вилнӗ  Роспотребнадзорӑн регионти управленийӗн токсикологи мониторингӗн даннӑйӗсенчен Пушкӑртстанра кӑҫалхи январь-сентябрь уйӑхӗсенче спирт тытăмлă продукципе наркӑмӑшланса 147 ҫын вилни паллă.   Иртнĕ çул ҫак тапхӑрта эрех-сӑрапа наркӑмӑшланса 132 ҫын пурнăçран уйрăлнă. Вилĕм тĕслĕхĕсене ытларах Ĕпхÿ (39 тӗслӗх), Çтерлĕ (7) тата Кумертау (6) хулисенче регистрациленӗ. Ҫавӑн пекех наркотиксемпе тата психодислептиксемпе (галлюциногенсем) наркӑмӑшланнӑ 153 тӗслӗх пулнӑ, 82 ҫын вилнӗ. Углерод окисӗпе (сӗрӗм газӗпе) ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 131 ҫын наркӑмӑшланнӑ, вӗсенчен 93-шӗ вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа регионта хими тытăмлă япаласемпе наркӑмӑшланнӑ 2028 тӗслӗхе шута илнӗ, вӗсенчен 454-шĕ е 22,3 проценчӗ – вилӗмпе вĕçленнĕ.  Пушкӑртстан Республикинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас тата ял тӑрӑхӗсенче алкоголизма хирӗҫ кӗрешес тӗллевлӗ "Урӑ ял" анлӑ социаллӑ проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Ку вӑл ҫут ӗҫ кампанийӗ кӑна мар, комплекслӑ программа, унӑн тӗллевӗ — ҫӗнӗ кану культурине йĕркелесси, ҫынсен ӳт-пӳ тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет сывлӑхне тавӑрасси. Пуҫару хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартать – программăна хутшӑнакан ялсенче спиртлӑ шĕвексемпе наркӑмӑшланакансен шучӗ чакрӗ, хастар пурнӑҫ йӗркипе кӑсӑкланасси ӳсрӗ.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    102
    ER
    3,9%
    Реакции
    4