Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Пÿрне хуçнăшăн 60 пин тенкĕ тÿлемелле тунă   Благовар районĕн прокуратури вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç сыхлавне (охрана труда) мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ.   2024 çултхи декабрьте  пĕр рабочи хăй тĕллĕн кăшман тиекен погрузчика  юсама тытăннă. Хуçалăх ĕртÿçисем ăна сăнаса тăман, çав вăхăтра арçын техника хăрушсăрлăх нормисене те пăхăнман пулмалла. Çапла майпа ĕçленĕ вăхăтра вăл сылтăм аллин пĕр пÿрнине хуçнă.   Хĕн курнă çын каярах предприятинче ĕçлеме пăрахнă, анчах та прокуратура ăна хÿтĕлеме пултарнă, компание суда панă. Суд ĕçпе тивĕçтерекене,  арçынна сиен кÿнĕшĕн, 60 пин тенкĕ компенсаци тÿлемелле тунă. Паянхи кун тĕлне çак укçана ăна парса татнă.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    124
    ER
    2,4%
    Реакции
    3