Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Упа тытнăшăн преми парĕç Сезонри тупăш лимичĕ - 31 упа ытларах. Пушкăртстанра хăмăр упана сунара тухмалли йĕркесене çĕнетнĕ. Сунар сезонĕнче (2026 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 2027 çулхи август уйăхĕччен) 631 упана персе вĕлерме ирĕк панă, çакă иртнĕ çулхинчен 31 тискер чĕр чуна нумайрах. Унсăр пуçне сунарçăсене укçапа хавхалантарассине йышăннă: саккунлă майпа упана персе вĕлернĕшĕн 50 пин тенкĕ парĕç. Квотăна ÿстернин сăлтавĕ – тискер чĕр чунсем çынсем пурăнакан вырăнсене пынă тĕслĕхсем нумайланни. Республикăри Çут çанталăкпа усă курасси министерствăра пĕлтернĕ тăрăх, вунă çул каялла Пушкăртстанра 1700 упа пулнă пулсан, халĕ - 2700 ытла. Пурĕ Раççейĕпе 36 çул хушшинче упасен шучĕ 2,3 хут ÿссе 307 пине çитнĕ. Тĕп сăлтав сунарпа кăсăкланасси чакни: упана сунара тухма нумай вăхăт, опыт, сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ, çирĕплетнĕ квотăсемпе чылай чух пĕтĕмпе усă курмаççĕ. Упасем çынсем пурăнакан вырăнсене çывхарнине специалистсем çитĕннĕ чĕр чунсем çамрăккисене хăйсен территорийĕсенчен хĕснипе, йыш хушăннă май апат-çимĕç территорийĕшĕн конкуренци ÿснипе çыхăнтараççĕ. Çамрăк упасем çынпа пĕрре те тĕл пулман пирки этемре хăрушлăх курмаççĕ, шикленмеççĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - ursassi.ru/

    Открыть в MAX
    Просмотры
    264
    ER
    0,8%
    Реакции
    2