Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Ĕмĕрсемпе ăрусене çыхăнтаракан сăваплă вырăн  Йĕкенпуç ялĕ Ишимбай районĕнчи пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать. Вăл тăватă пин ытла пурăнакан Петровски ял Канаш хутлăхне кĕрет. Ялта 700 ытла çын пурăнать. Кунта ĕçчен те пуçаруллă халăх тĕпленнĕ.  Çак кунсенче йĕкенпуçсем ял 230 çул тултарнине паллă турĕç. Юбилее халалласа пуçару ушкăнĕ (ертÿçи – Николай Филиппов) çине тăнипе тата район администрацийĕ пулăшнипе ял варринче «Ăрусене асра тытса» асăну комплексĕ уçрĕç. Малашне пысăках мар лапам çинче йĕркеленĕ кĕтес килен-каяна иртнине аса илме хистĕ, çавăн пекех ялăн тĕп урамне илем кÿнипе пĕрле сăваплă вырăна çаврăнĕ. Палăк уçнă çĕрте сумлă хăнасем те йышлă пулчĕç.  – Патриотизм туйăмĕсем пĕчĕк Тăван çĕршывран пуçланаççĕ. Çак палăка лартни вăл яла илем кÿнипе пĕрле, ăрусен çыхăнăвне туйма май парĕ, – терĕ район администраци пуçлăхĕ Азат Ишемгулов савăнăçлă церемоние пухăннă çынсене саламланă май. Çавăн пекех вăл Николай Филиппов, Александр Васильев, Евгений Иванов ял хастарĕсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/ Ытларах сăн ÿкерчĕксем - https://vk.cc/d1ZORQ

    Открыть в MAX
    Просмотры
    107
    ER
    1,9%
    Реакции
    2