Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Лариса Коротаева ăсчах патшалăх наградине тивĕçнĕ   Сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿ хулинче Раççейри халăхсен чĕлхи кунне халалласа тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен çамрăк учительсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Мероприятие 140 педагогпа воспитатель, студентсем хутшăннă. Унта тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене (вĕрентÿ мелĕсем, учительсене пулăшу парасси) сÿтсе явнă. Тĕлпулу вĕçĕнче ПР Пуçлăхĕ пултаруллă вĕрентекенсене патшалăх наградисемпе чысланă. Вĕсен шутĕнче Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн доценчĕ Лариса Валерьевна Коротаева та пур. Ăна ПР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе наградăланă. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

    Открыть в MAX
    Просмотры
    106
    ER
    8,5%
    Реакции
    9