Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Суйлавăн виççĕмĕш кунĕ, пĕтĕмлетÿсем тумалли кун   Пушкăртстанра Раççейĕн ытти регионĕсенчи пекех паян, сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче, суйлав участокĕсем юлашки кун ĕçлеççĕ, 20 00 сехетре пĕтĕмлетÿсем тума пуçлĕç. Хальлĕхе вара 8 00  сехетрен пуçласа республикăри 3250 участок та суйлавçăсене йышăнма пуçланă. ПР Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионта пурĕ 2 955 278 суйлавçă пулнă. Ĕнерхи кун, сентябрĕн 19-мĕшĕ, тĕлне  вĕсенчен 51, 64 % сасăланă. Ĕпхÿре Дема, Калинин тата Советски районĕсенче суйлава йышлă хутшăннă. Çавăн пекех Агидель, Кумертау, Нефтекамск, Салават хулисем хастарлăх кăтартнă. Сасăлав кăтартăвĕсемпе 60 процентлă чикĕ урлă Аскин, Балтач, Пишпÿлек, Благовар, Бурай, Дюртюли, Ермеккей, Илиш, Киги, Мияки, Салават, Татăшлă, Федоровка тата Чекмагуш районĕсем каçнă. Аса илтеретпĕр, суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тунти кун, сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, паллă пулĕç. Сасăлавăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнчен кая юлмасăр палăртмалла, официаллă çăлкуçсенче октябрĕн 11-мĕшĕччен хыпар тăвĕ.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    113
    ER
    2,7%
    Реакции
    3