Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Владимир Путин Раççей çыннисене кирлĕ пĕлтерÿ тăвĕ   Çĕршыв пуçлăхĕ çывăх вăхăтра иртекен Патшалăх Думин суйлавĕ пирки ăнлантарса парĕ. Раççей Президенчĕ сентябрь уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче парламент суйлавĕ иртесси çинчен хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарĕ. Çакăн пирки унăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ. Песков каланă тăрăх, телевидени урлă чĕнсе калани паян, сентябрĕн 16-мĕшĕнче,  Ĕпхÿ вăхăчĕпе 20.00 сехетре пулмалла. Аса илтеретпĕр, Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ çак уйăхăн виççĕмĕш  вырсарни кунĕнче, сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕ, иртет. Раççей парламенчĕн депутачĕсене суйланипе пĕрле эпир 28№ Кизиль округĕпе (хушма суйлав) тата Ĕпхÿ хула Канашĕн депутачĕсемшĕн сасăлăпăр.  Çавăн пекех районсемпе ялсем шайĕнчи халăх тарçисене суйлăпăр.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    122
    ER
    2,5%
    Реакции
    3