Пост канала
- фото
Пушкӑртстан хулинче учитель палӑкне уҫнă Мелеуз хулинче учителе халалланă палӑк уçнă. Мелеуз район пуҫлӑхӗ Забир Габдуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, скульптурăна "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси"федераллă проектпа килӗшӳллӗн лартнă, вăл аллейӑна илем кÿрĕ. Палăк классикӑлла костюм тӑхӑннӑ, аллинче папка тытнă учитель евĕр. Ун хыçĕнчи плита çине пушкӑрт литературин классикӗсен Николай Некрасовпа Мустай Каримӑн сӑввисене çырнă. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем палӑк ҫумне пулас ӑрусем валли ҫыруллӑ вӑхӑт капсулине хунă. Ӑна 2050 ҫулта уҫӗҫ. "Мухтав бульварӗнче профессие тата пĕлÿ паракан ҫынсене хисеплесе учитель палӑкне лартрӗҫ. Халӗ вӑл вырăнти çынсемпе хӑнасемшӗн хăй патне туртакан вырăн пулĕ. Палăка лартас шухӑша педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем сӗннӗ, вӗсене районти пӗтӗм учительсен пӗрлӗхӗ ырланӑ. Мелеуз хули ҫулран -ҫул лайӑх енне улшӑнни савӑнтарать, çакă кашни ҫыннăн тÿпи", - тесе ҫырнӑ район пуҫлӑхӗ.
Открыть в MAX- Просмотры
- 128
- ER
- 3,1%
- Реакции
- 4