Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Турă çурчĕн тăррине хĕл çитиччен витесшĕн  Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче 2025 çулта пуçланă Çветтуй Николай часавайне хăпартас ĕç малалла тăсăлать. Эпир ун çинчен апрель уйăхĕнче çырса пĕлтернĕччĕ.  Иртнĕ çул ял-йыш вăйĕпе никĕсне хывса хăварнă пулсан кăçал Турă çурчĕн стенисене газобетонран хăпартнă, халĕ карниз тăвассипе, чÿречесем лартассипе ĕçлеççĕ, тăррине витме калай илсе килме калаçса татăлнă, купол тума заказ панă. Çак кунсенче ял çыннисем мачча çине пăчкă кĕрпи илсе килсе сарнă. Август уйăхĕн 27-мĕшĕнче строительство ĕçĕсем пыракан часавайĕнче пĕрремĕш служба иртнĕ. Пуçару ушкăнĕн ертÿçин Анатолий Семеновăн шăллĕне, Александр Евстафьевича, юлашки çула ăсатса Пелепей хулинчи Çветтуй Никольский соборĕн настоятелĕ Андрей Кирсанов литурги ирттернĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - ursassi.ru/

    Открыть в MAX
    Просмотры
    112
    ER
    1,8%
    Реакции
    2