Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Санатори сиплевĕпе усă курассине анлăлатĕç  Пушкăртстанра педагогика ĕçченĕсене санаторипе курорт сиплевĕпе тивĕçтерес йĕркене çирĕплетесси çинчен калакан правительство постановленине улшăнусем кĕртнĕ.  Документ санаторипе курорт сиплевне бюджет шучĕпе сиплев илекенсен йышне анлăлатать. Халĕ республикăри санаторисенче сывлăха çирĕплетме педагогсем кăна мар, вĕрентÿ организацийĕсен ертÿçисем те пултараççĕ.  Çĕнĕлĕхсенчен пĕри путевка илме кирлĕ документсен срокĕсене пырса тивет: халĕ справкăсемпе выпискăсене документсене йышăннă çултан маларах памалла мар. Унсăр пуçне 2027 çултан пуçласа панă сертификатсем панă кунран пуçласа ултă уйăх (анчах кăçалхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр) вăйра пулĕç. Çăмăллăхпа усă курма май килмесен сертификата унăн срокĕ вĕçлениччен 15 кун маларах тавăрса памалла.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    109
    ER
    2,8%
    Реакции
    3