Пост канала
- фото
Вăрмана саккунсăр касакансене хирĕç рейдсене тухĕç Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра «Вăрман» операци çула тухать. Вăрман службине йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, çав шутра çул-йĕр полицийĕ те, пулăшĕç. Патрульсем вăрман тăрăхĕнчен тухнă çĕрте тата хăрушă вăрман лаптăкĕсенче талăкĕпех дежурствăра тăрĕç. - Вĕсем вăрманпа усă куракансен тата грузовиксен водителĕсен йывăç хатĕрлеме тата турттарма ирĕк паракан докуменчĕсем пуррине тĕрĕслĕç, - ăнлантарнă ПР Вăрман хуçалăх министерствинче. Маларах регионта йывăç касса 21 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарни пирки те çырса пĕлтернĕччĕ.
Открыть в MAX- Просмотры
- 123
- ER
- 1,6%
- Реакции
- 2