Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Çĕнетнĕ шкулти малтанхи утăмсем Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ – тĕрлĕ ăрури çынсемшĕн ырă та хумхануллă самант. Çак уяв кашни çын пурнăçĕнче тĕлĕнмелле çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерет. Уйрăмах пĕрремĕш хут шкул алăкĕсене уçса кĕрекенсемшĕн. Авăркас районĕнчи Шланлăри вăтам шкула кăçал вĕсем улттăн килчĕç (пурĕ 72 вĕренекен). Вĕсене Луиза Ивановна Баймуратова вĕрентекен хăйĕн ачисене кĕтсе илнĕ пек йышăнчĕ. Çак кун ĕнер кăна ялти ача садне çÿренĕ шăпăрлансемшĕн тепĕр асра юлмалли самант та пулса иртрĕ. Вĕсем хуларинчен нимпе те кая мар, юсаса çĕнетнĕ хăтлă та капмар шкула ура ярса пусрĕç. Пурнăçри çĕнĕ тапхăра çĕнетнĕ çуртра пуçларĕç. Çак пулăм пĕрремĕшсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тен, çакна вĕсем хальлĕхе хăйсем ăнкарса та илеймеççĕ пулĕ, анчах та пурăна киле ăс-тăнра тарăн йĕр хăварĕ. Пĕлÿ çуртне «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн витĕмĕпе «Шкулти вĕренÿ системине модернизацилени» федераллă программăпа усă курса çĕнетнĕ, пĕтĕмĕшле 46 млн тенкĕ (çав шутра 5 млн тенкĕ район уйăрнă) тăкакланă. Тунă ĕçсен шутне çурта тулаш енчен илемлетнине, шалти пÿлĕмсене юсаса кашни предмет кабинечĕсене тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни (халĕ вĕсене кĕрсен тухас та килмест – авт.), хурал кĕтесне йĕркелени (паянхи кун унсăр мая килмест), коридорсемпе фойене юмахри кĕтесе çавăрнине тата ыттине кĕртмелле. - Юсав ĕçĕсене кăçалхи февральте пуçларăмăр та çичĕ уйăх хушшинче палăртнине пурнăçларăмăр. Пысăк тав строительсемпе вĕрентекенсене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене. Район администраци, вĕренÿ уйрăмĕ ячĕпе те ăшă сăмахсем калас килет. Вĕсем кашни утăма хак парса вырăнлă сĕнÿсем пачĕç. Район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов çеç вырăнта çичĕ хутчен пулчĕ. Малашнехи çитĕнÿсем вара пĕтĕмпех пирĕнтен, педагогсен коллективĕнчен, (вĕсем пурĕ 12 вĕрентекен) килнине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, - терĕ 25 çул шкул директорĕнче тăрăшакан Андрей Алексеев. Тĕплĕнрех пĕлме - ursassi.ru/

    Открыть в MAX
    Просмотры
    174
    ER
    1,7%
    Реакции
    3