Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Салтаксем çуратакан мăшăр Çын хăйĕн ырă ятне тата хисепне пушă сăмахпа мар, хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе çĕнсе илет. Шанса панă ĕçе чунтан та пахалăхлă туни ăна ыттисен куçĕ умĕнче çӳле çĕклет. Çтерлĕ районĕнчи Любовка ялĕнче пурăнакан Вера Иванова кинемее те çав шута кĕртмелле. Мĕншĕн тесен вăл çакна тивĕçлĕ. Çывăх вăхăтра Вера Васильевна 75 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Эпир, çакна маларах пĕлмесĕрех, унпа тĕл пулса калаçма май тупрăмăр. Палăртман-туман çĕртен самай ăшă та кăмăллă тĕлпулу пулса иртрĕ. - Эпĕ Авăркас районĕнчи Березовка ялĕнче çуралнă. Ултă ачаран çемьере - асли. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче вăрçă хыççăн самани ункайлансах çитейменнине пула пирĕн ÿсĕмри çынсем пурнăç йывăрлăхĕсене çителĕклех курнă. Малтан тăватă класс ялти шкулта вĕрентĕм, унтан пиллĕкмĕшне Шланла çÿренĕ. Кунта тăхăр класлă пĕлÿ илсен хулана тухса каяс кăмăл та пулнă, анчах та Турри ялтах юлма пилленĕ-тĕр. Вун ултă çулта чухне Зина Артемьева хĕр-тусăмпа тăван «Заря» колхозра ĕне сума пуçларăм та мĕн пенсине кайиччен выльăх-чĕрлĕхрен уйрăлаймарăм, - каласа парать Вера Васильевна иртнине аса илсе. Паллах, çав çулсенче мĕнпур ĕçе алă вăйĕпе туни каламасăрах паллă. Ĕçе ачаран хăнăхнă чăваш хĕрне 14 пуç ĕне шанса панă. Вĕсене талăкра виçĕ хутчен сумалла пулнă. Çав вăхăтрах фураж, зеленка (симĕс курăк) хатĕрлес, ĕнесем тăракан вырăнсене тасатас ĕçсене те дояркăсем çине тиенĕ. Малтанхи çул ĕçре тунă кăтартусене те манса кайман кинемей. - Пĕрремĕш çул ĕне пуçне 2 пин литр сĕт суса илтĕм. Ку та маншăн, ĕнерхи шкул ачишĕн, савăнăç пулнă. Малалла ĕçлеме хавхалантарнă. «Заря» хуçалăхра виçĕ çул тăрăшрăм.., - тет ĕç ветеранĕ.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    119
    ER
    2,5%
    Реакции
    3