Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Пурнăçри чи çутă тапхăр Çамрăклăх, ман шутпа, çын хăйне шырамалли, тĕллевĕсене лартмалли уйрăм вăхăт шутланать. Вăл – шырав, улшăну тапхăрĕ. Ĕнерхи ача çитĕнме пуçлать, çав вăхăтрах мĕн тумаллине, мĕнле пулмаллине туллин ăнланмасть-ха. Кашни çамрăкăн пуçĕнче «эпĕ кам?», «кам пуласшăн?», «мĕншĕн вĕренетĕп?», «пĕтĕмпе çакă мĕн патне илсе çитерет?» ыйтусем çуралаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, çамрăксен пурнăçĕ хăвăрт шăвать. Кашни кун çĕнĕлĕхсемпе пуян: вĕренÿ, тус-юлташсем, социаллă сетьсем, юрă-кĕвĕ, туйăмсем… Эпир хамăра, ытти çынсене, пулăмсене ăнланма вĕренетпĕр, йăнăшсем тăватпăр, атте-аннепе тавлашатпăр, ирĕклĕх пирки ĕмĕтленетпĕр, çав вăхăтрах яваплăхран та шикленетпĕр. Çаксем çитĕннĕ пурнăçăн хăш-пĕр çăмăл саманчĕсем çеç. Хальхи çамрăксем çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа улшăнса пыракан тĕнчере ÿсеççĕ. Интернет, çĕнĕ технологисем, çĕнĕ юхăмсем – çаксем пурте ăс-тăна, характера витĕм кÿреççĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cL0Wy8

    Открыть в MAX
    Просмотры
    116
    ER
    2,6%
    Реакции
    3