Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    «Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика форумĕ иртнĕ Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн çуртĕнче «Пурте Çĕнтерÿ валли» Хĕрарăмсен пĕрремĕш республика форумĕ иртнĕ. Унта Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчен, Челябинск облаçĕнчен 500 ытла çын хутшăннă. Республикăн тĕп хулине обществăлла организацисен хастарĕсем, волонтерсем, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсем, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд филиалĕн социаллă координаторĕсем пухăннă. Çав шутра Ермеккейпе Авăркас районĕсенчи чăваш хастарĕсем те пулнă. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн филиалĕн ертÿçи Гульнур Кульсарина форумăн темине палăртнă – Тăван çĕршывшăн тăрăшса ĕçлесе Раççей пĕрлĕхне йĕркелесси. Мероприятин кун йĕркинче гуманитари пулăшăвĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ, çĕнĕ патриотла пуçарусене палăртнă. Форума хутшăнакансем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çар çыннисен çемйисене паракан пулăшу мерисене тата волонтер проекчĕсене сÿтсе явнă. Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cL0Wy8

    Открыть в MAX
    Просмотры
    121
    ER
    1,7%
    Реакции
    2