Пост канала
- фото
Тутар Улканĕнче çĕнĕ ФАП хăпартаççĕ Туймазă районĕнчи Тутар Улканĕ ялĕнче паянхи саманана тивĕçтерекен модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартаççĕ. Строительсем лапама хатĕрленĕ, никĕсне хывнă, шамбо вырнаçтарнă. Ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. Унччен маларах ялта ФАП пулнă, анчах вăл юхăннă. Çĕнĕ медицина учрежденийĕ ял хутлăхĕнчи 700 çыннăн сывлăхне тимлесе тăрĕ. Çав шутра Чăваш Улканĕ ялĕнче пурăнакансене те медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Строительство ĕçĕсем «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланаççĕ.
Открыть в MAX- Просмотры
- 124
- ER
- 1,6%
- Реакции
- 2