Пост канала
- фото
Чăваш арĕ «Атте хастарлăхĕ» награда хуçи Август уйăхĕн 13-мĕшĕнче ПР Обществăлла палатăн Канашĕнче «Атте хастарлăхĕ» общество наградине тивĕçнĕ Республикăри VII конкурс лауреачĕсен списокне çирĕплетнĕ. Асăннă конкурса Пушкăртстанри 108 çын хутшăннă, вĕсенчен 21 муниципалитетри 35 çын финала тухнă. Çĕнтерÿçĕсем ытларах Ĕпхÿпе Элшей районĕсенчен пулнă. Атте - хăй ачисемшĕн пĕрремĕш тĕслĕх. Вĕсем унран пурнăçа, ĕçе, çынсемпе хутшăнма, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама вĕренеççĕ. Ачисем ашшĕ мăшăрĕ, аслисем çине епле пăхнине асăрхаççĕ, хăй ĕçне мĕнле пурнăçланине, сăмахне тытнине, йывăрлăхсене парăнтарнине курса ÿсеççĕ. Чылай чухне çак пурнăç урокĕсем кирек епле вĕренÿрен те усăллăрах пулса тухаççĕ. Вăйлă атте вăл - юнашар пулма, хăй ачине илтме, йывăр вăхăтра пулăшма, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнма, кирлĕ пулсан тĕрĕс çул суйлама пулăшакан çын. Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cL0Wy8
Открыть в MAX- Просмотры
- 129
- ER
- 0,8%
- Реакции
- 1