Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Ĕпхÿре пурăнакан хĕр велосипедпа Пӑрлӑ океана ҫитнӗ  Ĕпхÿ хулинчен велосипедпа çула тухнă Ксения Салазанова Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океана ҫитнӗ. Вӑл савӑнӑҫлӑ хыпара социаллӑ сетьсенче лартнă. "Эпӗ ҫитрӗм! Эпӗ Северодвинскра! Эпӗ шыва кӗтӗм! Эпĕ çакна тума пултартăм!",- тесе ҫырнӑ хӗр хӑйӗн телеграм-каналӗнче.  Аса илтеретпӗр, Ксения çул çÿреве Пушкӑртстанăн тӗп хулинчен июль уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухнă. Çул çÿрев 48 куна тӑсӑлнă. Ҫул ҫинче хӑюллӑ велосипедистка палаткӑра ҫӗр каҫнӑ е пӗлӗшӗсем патӗнче чарӑннă. Ксения каялла Вологда урлӑ пуйӑспа таврӑнма шутлать.  Палӑртса хӑвармалла, асăннă çул çÿрев спортсменкӑшӑн пӗрремӗш инçе маршрут çеç мар. Сӑмахран, иртнĕ çул вӑл Сахалин тӑрӑх 840 километр кайнӑ — утравӑн ҫурҫӗр енчен Кӑнтӑр Сахалинск хулине ҫити.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    125
    ER
    2,4%
    Реакции
    3