Пост канала
- фото
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Полина Дмитриева гимнасткăпа унăн тренерне чысланă Республикăн управлени центрĕнче (ЦУР) иртнĕ правительствăн черетлĕ канашлăвĕнче республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров савăнăçлă лару-тăрура Европа шайĕнчи ăмăртура спорт гимнастики енĕпе çĕнтернĕ Полина Дмитриевапа унăн наставникне Елена Кайгулована саламласа чыслав процедури йĕркеленĕ. Елена Кайгулова Пушкăртстан Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ пулсан, Полина Дмитриева çамрăк спортсменка - ПР Пуçлăхĕн Тав çырăвне. Çавăн пекех Радий Хабиров çамрăк гимнасткан ашшĕ-амăшне, Антонинăпа Юрий Дмитриевсене, тав тунă. «Эсир маттурсем. Лайăх та çирĕп çемье, çакăн пек пултаруллă çăлтăр çитĕнтернĕ. Республика хамăрăн спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланать», - тенĕ регион ертÿçи. Аса илтеретпĕр: Вун тăватă çулхи Полина Дмитриева Хорватире Европа шайĕнчи ăмăртура спорт гимнастики енĕпе вăй виçне. Çтерлĕри спорт шкулĕн вĕренекенĕ çийĕнчех пилĕк награда çĕнсе илнĕ: тăватă ылтăн тата пĕр кĕмĕл медаль.
Открыть в MAX- Просмотры
- 132
- ER
- 2,3%
- Реакции
- 3