Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    👍 Асатте – интереслĕ çын 📖 Çынпа истори тачă çыхăнура тăраççĕ. Мĕншĕн тесен çын çĕршывра пулса иртекен пулăмсенчен уйрăм тăма пултараймасть. Çаплах вăл хăйĕнпе юнашар пурăнакансемпе те тачă çыхăннă. 📚 Хăш-пĕр çынсем, уйрăмах тĕнче, çĕршыв тата хăй пурăнакан таврари историпе кăсăкланаççĕ, çĕр çинче пулса иртнĕ е хальхи вăхăтри ĕçсемпе интересленеççĕ. Вĕсем тĕнче е çĕршыв историйĕ çинчен нумай интереслĕ çĕнĕлĕхсем каласа пама пултараççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри вăл – манăн асатте. Ăна Иван Васильевич Ефимов тесе чĕнеççĕ. Вăл 1947 çулта Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнче çуралнă, халĕ те унтах пурăнать. ✨ Асатте – анлă тавракурăмлă çын. Хăй каланă тăрăх, ача чухнех тĕнче историйĕпе, çĕршывра пулса иртнĕ ĕçсемпе кăсăкланнă. Шкула та улттăрах кайнă. Хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе ăмăртса вĕреннĕ. Шкул хыççăн Çтерлĕри строительство техникумне вĕренме кĕнĕ, унта тĕрлĕ кружок-секцисене çÿреме кăмăлланă. Совет Çарĕн ретĕнче тăнă чухне те вăхăта перекетлес тесе каçхи сменăна вĕренме çÿренĕ. Тĕлĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

    Открыть в MAX
    Просмотры
    185
    ER
    1,1%
    Реакции
    2