Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    🏆 «Трактор-шоу» çĕнтерÿçи 📅 Август уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче Минеральные воды хулинчи «МинводыЭкспо» курав центрĕн лапамĕнче çĕр сухалассипе Раççейĕн 13-мĕш уçă чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăрту çĕршыври 50 ытла регионтан чи лайăх механизаторсене пухнă. 🚜 Пушкăртстан Республикин чысне икĕ механизатор хÿтĕленĕ, вĕсем Мелеуз районĕнчен. Пысăк опытлă Ильдар Ишикаев чемпионатăн тĕп программине хутшăннă, Валерий Романов курăмлă трактор-шоура çĕнтерессишĕн кĕрешнĕ. 🥉В.Романов çăмăл мар программăна хутшăнакансенчен чылайăшне иртсе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ильдар Ишикаев та хăйне тивĕçлĕн кăтартнă, сухалассипе иртнĕ уçă чемпионатра çиччĕмĕш вырăн йышăннă. 🚜Валерий Романов Мелеуз районĕнчи Салават ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче механизатор пулса ĕçлет. Маларах вăл республикăра иртнĕ «Уй кунĕ – 2026» агрофорумăн «Трактор-шоу» тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Механизатор Пĕтĕм Раççейри турнирта ял хуçалăх техникине ăста пĕлнине кăтартнă.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    128
    ER
    1,6%
    Реакции
    2