Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Шланлă шкулне çĕнĕ сĕм кĕртнĕ Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи пĕлÿ çуртне 1975 çулта хăпартнă. Паянхи кун кунта виçĕ ялти 80 ача вĕренет. Çур ĕмĕр хушшинче вăл самаях юхăннă. Асăннă вĕренÿ учрежденине «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн витĕмĕпе юсаса çĕнетнĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подряд организацийĕ февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 1-мĕшĕччен шкула çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. Сăмăх май, вĕренÿ тапхăрĕ пынă вăхăтра вĕренекенсене ача садĕнче тата интернатра вырнаçтарнă. Строительсем ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Çĕнĕ вĕренÿ ҫулне хатĕрленсе шкула тирпей-илем кĕртнĕ. Ҫутă та хăтлă классенче вĕренме тата та меллĕрех пултăр тесе çĕнĕ сĕтел-пукансем, вĕрентÿ оборудованийĕсем туяннă. Халĕ Шланлă шкулĕ ачасене кĕтсе илме хатĕр.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    157
    ER
    5,7%
    Реакции
    9