Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    Мăшăрĕпе пыл бизнесне уçнă Пушкăртстанра пурăнакан хĕрарăм мăшăрĕпе пыл бизнесне пуçарса янă. Ача сачĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Инна Мухамедзянова ĕç вырăнне улăштарма шутланă, çĕнĕ ĕçе мăшăрĕн Давлекановăри утарĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Кун пирки Радий Хабиров бизнес пирки каласа паракан ушкăнра пĕлтернĕ. Ятарлă савăтсене вырнаçтарнă пыла çемье тĕрлĕ регионсене ăсатать. Мухамедзяновсем тăван Давлекан районĕнче тăватă магазин уçнă, унта чечек тусанĕ (пыльца), перга, прополис тата ытти продуктсем сутаççĕ. Çавăн пекех вĕсем хурт-хăмăр продукчĕсенчен тăракан парне пуххисене хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне лавккисенче вырăнти ал ĕç ăстисене хăйсен япалисене сутма та ирĕк панă.

    Открыть в MAX
    Просмотры
    182
    ER
    1,1%
    Реакции
    2