Перейти к содержимому

Пост канала

Чувашская газета "Урал сасси"
  1. фото

    ✨✨«Сывлăх поезчĕ» кашнин патне çитме тăрăшнă 📅 Июль уйăхĕн 7-24-мĕшĕсенче Пелепей районĕнче «Сывлăхлă республика –сывлăхлă регион» акци иртнĕ. Унăн витĕмĕпе медицина ĕçченĕсен «Сывлăх поезчĕ» мобильлĕ бригади районти ялсенче пулнă. 💊Пелепей районĕн тĕп больници пĕлтернĕ тăрăх, 18 кун хушшинче специалистсем 10 ялта пулнă. Пĕтĕмлетÿ савăнтарать – тухтăрсем пурĕ 4 пин ытла çынна консультаци панă. Вĕсем тĕрĕслев ĕçне туса ирттернĕ май, чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртнă. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа 1409 чире диагноз лартнă, вĕсенчен 570-шĕ малтанхи тапхăрта аталанни паллă пулнă. Апла пулсан çĕршер çын хăйсен чирĕпе маларах кĕрешме тата унран хăтăлма пултараççĕ. 💉🩺 Танлаштарма çакна та илсе кăтартмалла – 2025 çулта «Сывлăх поезчĕн» бригади 9 ял хутлăхĕнче пулнă, пурĕ 3291 çын консультаци илнĕ. Вĕсенчен 936-шĕ чирпе аптранине тупса палăртнă (373-шĕ малтанхи тапхăрпа çыхăннă). Кăтартусем ÿснинче çынсем асăннă проекта шанни сисĕнет, апла пулсан вăл обществăшăн кирлĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

    Открыть в MAX
    Просмотры
    159
    ER
    1,9%
    Реакции
    3