Пост канала
- фото
Ватта сума сăвакан, хăй те ырă куракан. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк муниципаллă округĕн Курнавăш шкулĕнчи вĕренекенсем ялти культура ҫурчӗнче ирттернĕ «Ватта сума сăвакан, хăй те ырă куракан» мероприятие хутшăнчӗҫ. Шкул ҫулне ҫитичченххи шӑпӑрлансем те, шкул ачисем те ялти хисеплӗ ватӑсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Ырă сăмахсем пурин валли те тупăнчĕç. Çак мероприяти ачасене ваттисене хисеплес туйăма аталантарма пулăшрӗ.
Открыть в MAX- Просмотры
- 100
- ER
- 10,0%
- Реакции
- 10