Пост канала
- фото
👏 Ятлӑ-сумлӑ ентешӗмӗре, Авшак Элменте ҫуралса ӳснӗ Улькка Эльмене ( Ольга Геннадьевна Куликовӑна) Вӑрнар тӑрӑхӗнче пӗлмен ҫын та ҫук пулӗ. Паллӑ ҫыравҫӑ ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 65 çул тултарнӑ. Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть унӑн ҫӗнӗ кӗнеки "Ултав" ятпа пичетленсе тухнӑ. ✅Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Вӑрнарти тӗп библиотекӑра Улькка Эльменӗн пултарулăх каçĕ иртрӗ. Ҫавӑн пекех тинтерех пиҫсе тухнӑ "Ултав" кӗнекен презентацийӗ те пулчӗ. Улькка Эльменӗн кашни кӗнеки кун ҫути курни - вулакансемшӗн уяв пекех. Библиотекӑна ҫыравҫӑн пултарулӑхне хаклакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вӗсем хушшинче Раççей Писателĕсен союзĕн Чăваш енри уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов та, паллӑ драматург Арсений Тарасов та пулчӗҫ. Улькка Эльменӗн пурнăçри пулăмсене сӑнлакан, ҫынсен кӑмӑл-туйӑм тӗнчине уҫса паракан хайлавӗсене кӗнеке тусӗсем каҫӑхса кайса вулаҫҫӗ. ✅Хальхи вӑхӑтра Улькка Эльмен- Раҫҫей писателӗсен союзӗн Чӑваш енри уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ. Пирӗн ентеш Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2020), Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ (2002), Иван Ивник ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ ( 2010). Ольга Куликова "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫат редакцийӗнче те тӑрӑшнӑ. Аслӑ ӗҫтешӗпе журналистсем мӑнаҫланаҫҫӗ, Ольга Геннадьевнӑна литература анинче малалла та сулмаклӑ утӑмсем тума юман пек ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунаҫҫӗ. Тӗплӗнрех " Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн черетлӗ номерӗнче
Открыть в MAX- Просмотры
- 1 671
- ER
- 2,2%
- Реакции
- 37