Пост канала
МБОУ "Чиршкасинская ООШ имени Л. В. Пучкова" Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики- фото
КАМ-ШИ ВӐЛ ИВАН МУЧИ?🤔 ✔️ Ҫакна пӗлес тесен Чӑрӑшкасси шкулне ҫитме тӑрӑшмалла. Унти 6 класра вӗренекенсем шкулти музейри Иван Мучие халалланӑ стендпа хаваспах паллаштарӗҫ. Паян Лёня Пучков тата Кирилл Алангов паллӑ сатирикӑн, артистӑн, "Капкӑн" журнал редакторӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. 🔥 Иван Мучи пирӗн тӑрӑхра, кӳршӗллӗ Тойтерек ялӗнче авӑнӑн 29- мӗшӗнче 1895 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл пирӗн мухтавлӑ ентешсенчен пӗри, чӑннипех мухтава тивӗҫ! 📚 Чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче те курмалли, пӗлмелли нумай. Кунта ачасем иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулсенчи "Капкӑнсене" тишкерчӗҫ, Иван Ивановича халалланӑ сӑн ӳкерчӗксен альбомӗсене пӑхса тӗлӗнчӗҫ, ҫавӑн пекех "Иван Мучи— кулӑш ӑсти" ятлӑ стена хаҫачӗпе те паллашрӗҫ.
Открыть в MAX- Просмотры
- 81
- ER
- 22,2%
- Реакции
- 18