Пост канала
- фото
Килти выльăх-чĕрлĕх Ват çын пекех шур сухаллă, Кĕмĕлленĕ мăйракаллă Шакăлт-шакăлт пушмакпа Мекекек килет сукмакпа. Каçăр пичче качака Кĕрĕк арки тавăрнă, Сенĕкне чăнк! тăратнă, Килме тухнă пахчана. Турашăл пек сухалне Чĕлтĕр – чĕлтĕр чĕтретет. Шĕп-шĕвĕркке хÿрине Вĕл-вĕл вылятса илет. Кăтра тумлă такисем Ун хыççĕнчен юлмаççĕ. Уринчи таканĕсем Тĕптĕр – тĕптĕр тăваççĕ. Такăр-такăр тăват ура, Мăтăр-мăтăр пĕр тута. Пăх-ха эс ăна тата! Тыăнчĕ ак мухтанма: "Пÿç çинче ман мăйрака, Икĕ ункă, икĕ хĕç Кашкăр çине тапăнма, Кĕрешме хатĕр хирĕç. Эп сухаллă - ват çын мар, Эп хутаçлă - кĕлмĕç мар, Эп туратлă - йывăç мар, Сĕт паратăп - ĕне мар. Ме-ке-кек те ме-ке-кек! – Янраттарап таврана. Эп купăста çимесен, Тем çитмест вара мана." Качака-тăк, качака! Çакăн пек вăл качака. Эсир унпа туслă-и ? Вăл сире килĕшрĕ-и? Ача курнă савăннă, Тилĕ курнă тĕлĕннĕ, Куян çав тер хăранă, Тĕмсем хыçне пытаннă. Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Открыть в MAX- Просмотры
- 374
- ER
- 0,3%
- Реакции
- 1